Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен. «Хуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, чыс та, вӑй-хӑват та илме тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен пурне те Эсӗ пултарнӑ, пурте Санӑн ирӗкӳпе пурӑнать, пурте Санӑн ирӗкӳпе пулнӑ». Путек пиллӗкмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ парне вырӑнӗ айӗнче Турӑ сӑмахӗшӗн, Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн вӗлернисен чунӗсене куртӑм. Вӗсем вӑйлӑ саслӑн: «Ҫӑлӑнӑҫ престол ҫинче ларакан Туррӑмӑрпа Путекре!» – теҫҫӗ. «Аминь! Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗхпе мухтав, ӑслӑлӑхпа тав, чыс та, вӑй-хӑват та, тӗреклӗх те пултӑр! Аминь», – терӗҫ вӗсем. Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем. Унтан эпӗ тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Ӗнтӗ Туррӑмӑрӑн ҫӑлас вӑхӑчӗ, хӑвачӗ, патшалӑхӗ ҫитрӗ; ӗнтӗ Унӑн Христосӗн влаҫӗ ҫитрӗ. Мӗншӗн тесен ӗненекен тӑванӑмӑрсем ҫинчен Туррӑмӑра кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫӗне ҫапса антарчӗҫ. Эй, тӳпе! Эй, мӗн пур сӑваплӑ апостолсемпе пророксем! Ҫак хулана эсир тӑвас тенӗ суда Турӑ тунӑшӑн савӑнса хӗпӗртӗр!
Выбор основного перевода