Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Сасартӑк Иисус патне пӗр юхан-суранлӑ ҫын ҫывхарнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах». Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». Ҫын вара ҫавӑнтах юхан-суранран тасалнӑ. Ашшӗ унӑн сив чирпе тата юнлӑ варвиттипе аптӑраса вырӑнпах выртатчӗ. Павел вара Публий ашшӗ выртакан пӳлӗме кӗчӗ те, кӗлтуса, ун ҫине аллине хурса, сыватрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн утрав ҫинчи ытти чирлӗ ҫынсем те Павел патне пыра пуҫларӗҫ. Павел вӗсене те сыватрӗ.
Выбор основного перевода