Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара вӗсене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ. Вара усаллисене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ». Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна тивӗҫлӗ ҫимӗҫ кӳрекен халӑха парӗҫ. Вара патша тарҫисене ҫапла каланӑ: „Ҫакӑн алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула, тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр. Унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ. ӑна асаплантарса вӗлерсе, унӑн шӑпине икӗ питлисемпе пӗрешкелех татса парӗ; унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ». Юрӑхсӑр чурана тулашри тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр, унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ». Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн: «Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ Иисус хыттӑн.
Выбор основного перевода