Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Ҫапах та, Израиль халӑхӗ Ӑна пӗлтӗр тесе, шывпа тӗне кӗртме килтӗм». Тата Иоанн ҫапла ҫирӗплетсе каланӑ: «Кӑвакарчӑн пек курӑнса ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш Ун ҫинче тӑнине куртӑм эпӗ. Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ ҫапла каларӗ: „Ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш кам ҫинче тӑнине курӑн, Ҫавӑ Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ пулӗ“. Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине хам куҫӑмпа хам курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп», – тенӗ Иоанн.
Выбор основного перевода