Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа касса вута пӑрахаҫҫӗ. Ҫапла вара шуйттана парӑннӑ ҫынсене тӗнче пӗтмӗшӗнче ҫум курӑкӗ пекех суйласа пухса ҫунакан вута пӑрахӗҫ. Унтан Иисус вӗсене ҫак ытарлӑха каласа панӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчине смоква йывӑҫҫи лартнӑ пулнӑ. Пӗррехинче вӑл ун ҫимӗҫне пӑхма пынӑ, анчах тупайман. Вара пахчаҫине каланӑ: „Виҫҫӗмӗш ҫул эпӗ ҫак йывӑҫӑн ҫимӗҫне пӑхма килетӗп. Ҫапах ун ҫинче пӗр ҫырла та курмастӑп. Касса пӑрах ӑна, мӗн вӑл усӑсӑр ҫӗр йышӑнса ларать?“ Лешӗ хирӗҫ каланӑ: „Эй, Хуҫам! Ӑна тепӗр ҫула хӑвар ӗнтӗ. Эпӗ ун тавра ҫӗрне кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхам, ҫимӗҫӗ пулмӗ-и? Пулмасан вара килес ҫул касса пӑрахтар ӑна“». Лешӗ хирӗҫ каланӑ: „Эй, Хуҫам! Ӑна тепӗр ҫула хӑвар ӗнтӗ. Эпӗ ун тавра ҫӗрне кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхам, ҫимӗҫӗ пулмӗ-и? Пулмасан вара килес ҫул касса пӑрахтар ӑна“». Кам Манра мар, ҫавна турата касса пӑрахнӑ пек касса пӑрахӗҫ те, вӑл типсе кайӗ. Типӗ туратсене вара пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ. Усси пултӑр тесен, хамӑр ҫынсем те кулленхи пурӑнӑҫра ырӑ тума, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗренччӗр.
Выбор основного перевода