Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Матфея
Параллельные места
Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вара Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӑп». Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене: «Ан хӑрӑр, кайӑр та ӗненекен тӑванӑмсене Галилейӑна пыма калӑр. Мана вӗсем унта тӗл пулӗҫ», – тенӗ. Вун пӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ. Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вара Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӑп». Ҫавӑнтан кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене Тивериада тинӗсӗ патӗнче каллех курӑннӑ. Ку ӗҫ ҫапла пулса иртнӗ. Петр текен Симон, Йӗкӗреш текен Фома, Галилейӑри Кана ҫынни Нафанаил, Зеведей ывӑлӗсем тата Иисусӑн тепӗр икӗ вӗренекенӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ. «Эпӗ пулла каятӑп», – тенӗ вӗсене Петр текен Симон. «Эпир те пыратпӑр», – тенӗ ӑна ыттисем. Вара вӗсем кимӗ ҫине ларса тинӗсе тухнӑ. Анчах ҫав каҫ вӗсем нимӗн те тытайман. Ирпе ирех Иисус вӗсене ҫыранта кӗтсе тӑнӑ, анчах вӗренекенӗсем Иисуса паллайман. «Ачасем, сирӗн ҫимелли мӗн те пулин пур-и?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ҫук ҫав», – тавӑрнӑ вӗренекенӗсем. «Сӗреке-тетелӗрсене кимӗрен сылтӑмарах пӑрахӑр-ха, вара кӗрӗ», – тесе каланӑ вӗсене Иисус. Ҫапла тусан туртса кӑлараймиех пулӑ кӗнӗ. Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ вара Петра ҫапла каланӑ: «Ку – Хуҫамӑр вӗт-ха!» Петр текен Симон, ҫарамасскер, «Ку – Хуҫамӑр» тенине илтсен, ҫи-пуҫне пилӗк тавра ҫыхнӑ та шыва сикнӗ. Ытти вӗренекенӗсем, тулли сӗреке-тетелӗсене сӗтӗрсе, киммипе ҫыран хӗрне ишсе пынӑ. Пуллине вӗсем ҫырантан инҫех те мар, пӗр ҫитмӗл хӑлаҫра, тытнӑ пулнӑ. Ҫыран хӗррине тухсан вӗсем кӑвайт ҫуннине курнӑ. Тӗлкӗшекен кӑвар ҫине пулӑ хунӑ иккен. Унтах ҫӑкӑр та пулнӑ. «Халӗ ӗнтӗ тытнӑ пуллӑра илсе килӗр», – тенӗ вӗсене Иисус. Петр текен Симон кайнӑ та хайхи сӗреке-тетелсене ҫыран хӗррине сӗтӗрсе кӑларнӑ. Шултра пулӑ туллиех лекнӗ пулин те, сӗреки ҫурӑлса кайман. Пурӗ ҫӗр алӑ виҫӗ пулӑ кӗнӗ пулнӑ. «Ҫиме килӗр», – тенӗ вӗсене Иисус. Ку Иисус пулнине пӗлсе вӗренекенӗсенчен пӗри те Унран: «Эсӗ Кам?» – тесе ыйтма хӑйман. Иисус вӗсем патнерех пынӑ та ҫӑкӑрпа пулӑ илсе тыттарнӑ. Ҫапла майпа, вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене виҫҫӗмӗш хут курӑннӑ. Ҫисе ларнӑ чухне Иисус Петр текен Симона каланӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус вара ӑна каланӑ: «Манӑн путекӗмсен кӗтӳҫи пул». Иисус унран тата тепӗр хут ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус ӑна каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул». Виҫҫӗмӗш хут унран ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» Хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑшӑн салхуланса Петр Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн. Эпӗ Сана юратнине те пӗлетӗн». Иисус каллех каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул. Чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫамрӑк чухне эсӗ ху тумланаттӑн та каяс тенӗ ҫӗре каяттӑн. Анчах та ватӑлсан, аллусем лӑштӑрах кайсан, сана урӑххи тумлантарӗ те каяс килмен ҫӗре ҫавӑтса кайӗ». Ҫак сӑмахсене Иисус Петр мӗнле вилессе, вилӗмӗпе те Турра мухтава кӑларасса систерсе каланӑ. «Ман хыҫҫӑн пыракан пул», – тенӗ унтан Вӑл Петра. Петр каялла ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та хӑйӗн хыҫҫӑн Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ пынине курнӑ. Ку шӑпах ӗнтӗ пӗррехинче, каҫхи апат вӑхӑтӗнче, Иисус кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: «Хуҫамӑр, Сана тытса параканӗ кам пулӗ?» – тесе ыйтаканни пулнӑ. Ҫав вӗренекене асӑрхасан Петр Иисусран: «Хуҫамӑр, ӑна вара мӗн пулӗ?» – тесе ыйтнӑ. «Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ? – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Эсӗ Ман хыҫҫӑн пыракан пул». Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ юлташӗсем хушшинче ҫав вӗренекенӗ нихӑҫан та вилмест текен сас-хура сарӑлнӑ. Анчах та Иисус ун пирки нихӑҫан та вилмест тесе каламан, «Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» тесе ҫеҫ каланӑ пулнӑ.
От Матфея
Выбор основного перевода