Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Матфея
Параллельные места
Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест. Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ. Унтан вӗренекенӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та: «Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ывӑлӗ камне Ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест. Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ», – тенӗ. Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пӗтӗмпех Унӑн аллине панӑ. Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑйӗн аллине панине тата Хӑй Турӑ патӗнчен анса Турӑ патне каясса Иисус пӗлнӗ. Эсӗ Ӑна пур этемпе те пуҫ пулма ирӗк панӑ пекех, Вӑл та Эсӗ шанса панисене пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ. Турӑ ҫав аслӑ вӑй-хӑвата Христос урлӑ палӑртрӗ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса, ҫӳл тӳпере Хӑйӗн сылтӑм енне лартрӗ. Вӑл Христоса пур тӗрлӗ патшасенчен, пуҫлӑхсенчен, вӑйлисемпе хуҫасенчен – кунти пурӑнӑҫра кӑна мар, лери пурӑнӑҫра та – ҫӗрпе пӗлӗт ҫинчи мӗн пур влаҫран та аслӑрах турӗ. Вӑл Христоса пуринчен те асли – Чиркӳ Пуҫӗ – туса, пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пӑхӑнмалла турӗ. Ҫавӑншӑн Турӑ Ӑна пуринчен те ҫӳле ҫӗкленӗ, Ӑна пур ятран та аслӑрах ят панӑ. Турӑ ҫакна ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те – пурте – Иисус ячӗ умӗнче чӗркуҫленччӗр тесе, Христос, тӳпене ҫӗкленсе, Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ; Ӑна ангелсем те, ҫӳлти влаҫсемпе хӑватсем те пӑхӑннӑ.
От Матфея
Выбор основного перевода