Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Кам шанчӑклӑ та ӑслӑ чура? Калӑпӑр, хуҫи хӑйӗн ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӑхӑтра апат ҫитерме пӗр чурине уйӑрса лартнӑ. Хуҫи тавӑрӑннӑ чухне хушнине туса тӑракан чура телейлӗ пулӗ. Чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ. Сахалра шанчӑклӑ ҫын нумаййинче те шанчӑклӑ; сахалра ултавли нумаййинче те ултавлӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, сире ку тӗнчери ултавлӑ мула та шанса пама ҫук пулсан, тӳпери чӑн-чӑннине кам шанса парӗ? Ют ҫын пурлӑхне шанса пама ҫук пулсан, апла хӑвӑрӑнне сире кам шанса парӗ? Управҫӑ пулма шаннисен вара пурин те шанчӑклӑ пулмалла. Паттӑррӑн кӗрешрӗм, пурӑнӑҫ ҫулне вӗҫлерӗм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм. Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.
Выбор основного перевода