Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха хӑйӗн ани ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑ ҫынпа танлаштарма пулать. «Яланах хатӗр пулӑр, сирӗн ҫутаткӑҫсем ҫунса тӑччӑр; эсир хуҫи туйран тавӑрӑнасса кӗтекен ҫынсем пек пулӑр. Вӑл пырса шаккасан вӗсем ҫавӑнтах ӑна алӑк уҫса кӗртеҫҫӗ. Хӑйсен хуҫине кӗтсе хатӗр тӑракан чурасем телейлӗ! Чӑн калатӑп сире: хуҫи тавӑрӑнӗ те пилӗкне ҫыхса вӗсене сӗтел хушшине лартӗ, вӗсене хӑналӗ. Тен, ҫав чурасен ҫур ҫӗрччен е тул ҫутӑличченех хуҫине кӗтмелле пулӗ. Хуҫи пырӗ те вӗсем ҫывӑрманнине курӗ. Сыхӑ тӑракан чурасем тата телейлӗрех. Эпӗ сире Турӑ кӗвӗҫӗвӗпе кӗвӗҫсе чунӑма ҫунтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗртен-пӗр ар валли – Христос валли – ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр халлӗн тӑратасчӗ тетӗп. Ӗнтӗ савӑнса хӗпӗртер те Ӑна мухтар, мӗншӗн тесен Путекӗн туйӗ ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫураҫнӑ хӗрӗ те капӑрланса хатӗрленчӗ.
Выбор основного перевода