Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Вӗсем йӗркесӗр, аскӑн, чее, ҫӑткӑн, ҫилӗллӗ, кӗвӗҫ, ҫын вӗлерекен, чӑркӑш, ултавлӑ, хаяр кӑмӑллӑ, усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ пулаҫҫӗ. Вӗсем Турра кураймаҫҫӗ, ҫынсене кӳрентереҫҫӗ, мухтанчӑк, мӑнкӑмӑллӑ, тем тӗрлӗ усал тума та ӑста, ашшӗ-амӑшне итлемеҫҫӗ. Вӗсем ӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ, шанчӑксӑр, никама та юратмаҫҫӗ, ниепле те ҫураҫмаҫҫӗ, хӗрхенме пӗлмеҫҫӗ. Эпӗ сирӗн патӑра хӑйсене ӗненекен тӑванӑрсем пек кӑтартакан, анчах та аскӑн, ҫӑткӑн, кӗлеткесене пуҫҫапакан, сӑмахпа хӑртакан, ӗҫкӗҫ, хапсӑнчӑк ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр, пӗрле ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырнӑччӗ. Тӳрӗ мар ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймессе пӗлместӗр-им? Ан улталанӑр: аскӑнсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансем те, пӗр-пӗрне улталакан мӑшӑрсем те, арҫынпа асакан арҫынсем те, вӑрӑсем те, ҫӑткӑнсем те, ӗҫкӗҫсем те, сӑмахпа хӑртакансем те, хапсӑнчӑксем те Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ. Ӳт-пӳ ӗҫӗсем паллӑ ӗнтӗ. Вӗсем ҫаксем: мӑшӑра улталани, аскӑнлӑх, ирсӗрлӗх, намӑссӑрлӑх, кӗлеткесене пуҫҫапни, тухату, вӑрҫу-хирӗҫӳ, харкашу, кӗвӗҫӳ, кӑра ҫилӗлӗх, ятлаҫу, тавлашу, илӗртӳ, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен пайланса кайни, курайманлӑх, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, ӳсӗрле хӑтланкаларӑшсем тата ҫавнашкал тем те пӗр. Эпӗ сире малтан та асӑрхаттарнӑччӗ, халӗ татах калам: ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеймӗҫ. Турра ӗненекенсен хӑйсене тивӗҫлӗ тыткаламалла, ҫавӑнпа сирӗн хушшӑрта аскӑнлӑхпа тӗрлӗ ирсӗрлӗх, ҫӑткӑнлӑх пирки калаҫу та ан пултӑр. Тата усал сӑмах калани, пуш сӑмах калаҫни, вырӑнсӑр шӳтлени сире килӗшмест, тав сӑмахӗ кӑна килӗшӳллӗ. Эппин ҫӗр ҫинчи кӑмӑл-туйӑмсене: аскӑнлӑха, ирсӗрлӗхе, путсӗр кӑмӑл туртӑмне, киревсӗр ӗмӗтсене, ҫӑткӑнлӑха – пӑрахӑр. Ҫӑткӑнлӑх вӑл кӗлеткесене пуҫҫапнипе пӗрех. Унашкал ҫын хӑй те ҫакна лайӑх пӗлет: саккуна тӳрӗ пурӑнакансем валли ҫырман. Саккун вӑл – йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе ҫылӑхлисем валли, пӑсӑккисемпе ирсӗррисем валли, ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗклекенсем валли, ҫын вӗлерекенсем валли, ясаррисем валли, арҫынпа асакан арҫынсем валли, чура сутуҫисем валли, элекҫӗсем, выльӑхпа асакан арҫынсем валли, суеҫӗсем, тупа тунине пӑсакансем валли, тӗрӗс вӗрентӗве хирӗҫлекен мӗн пур ҫын валли. Мӗншӗн тесен ҫынсем хӑйсене тата укҫана кӑна юратӗҫ. Вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, мухтанчӑк, усал чӗлхеллӗ пулӗҫ; ашшӗ-амӑшне итлеме пӑрахӗҫ. Вӗсем тав тума та, ҫынна юратма та, Турра хисеплеме те пӗлмӗҫ. Ун чухне ҫынсем каҫарма пӗлми, элекҫӗ, хӑйсене чарайми, хаяр, ыррине курайми пулӗҫ. Вӗсем сутӑнчӑк, сӗмсӗр, каппайчӑк пулӗҫ; Турра юратас вырӑнне киленсе пурӑнма юратӗҫ. Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм». Усал йытӑсемпе тухатмӑшсем, аскӑнсемпе ҫын вӗлерекенсем, кӗлеткесене пуҫҫапакансем, тӗрӗсмарлӑха юратса тӗрӗс мар пурӑнакансем вара тулашӗнче юлӗҫ. Эй, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑр усал пулсассӑн епле-ха эсир ырри ҫинчен калаҫма пултаратӑр? Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать. Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. Пӗр ҫӑвартанах мухтав сӑмахӗ те, ылхан сӑмахӗ те тухать. Эй, тӑвансем! Кунашкал пулмалла мар. Пӗр ҫӑлкуҫранах тӑварсӑр тата тӑварлӑ шыв тапса тӑни пур-и? Эй, тӑвансем! Смоква йывӑҫҫи ҫинче ҫу ҫырли ӳсмест, иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинче те смоква ҫырли пулмасть. Ҫавнашкалах пӗр ҫӑлкуҫран тӑварсӑр тата тӑварлӑ шыв юхса тухмасть.
Выбор основного перевода