Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Эй, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑр усал пулсассӑн епле-ха эсир ырри ҫинчен калаҫма пултаратӑр? Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать. Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. Анчах та Петр: «Ҫук-ҫук, Турӑҫӑм! Ирсӗррине, таса маррине эпӗ нихӑҫан та нимӗн те ҫимен», – тенӗ. Вара сасӑ татах тепӗр хут илтӗннӗ: «Турӑ тасатнине эсӗ таса мара ан хур». «Пӗлетӗр ӗнтӗ, – тенӗ вӗсене Петр, – пирӗн саккунпа иудейӑн ют халӑх ҫыннипе хутшӑнма та, унӑн кил-ҫуртне кӗме те юрамасть. Анчах та Турӑ мана пӗр ҫынна та ирсӗре е таса мара хума юраманнине уҫса пачӗ. Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран эпӗ ҫакна ҫирӗп ӗненетӗп: хӑйне тӗллӗн нимӗн те таса мар пулмасть. Кам мӗне те пулин таса мар тесе шутлать, ҫавӑ уншӑн таса мар. Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ ӗҫме-ҫиме таврашӗ мар, Святой Сывлӑш паракан тӳрӗлӗх, канӑҫлӑх тата савӑнӑҫ. Тасисемшӗн йӑлтах таса, ирсӗррисемшӗн, ӗненменнисемшӗн таси нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен ӑсӗ те, чунӗ те ирсӗрленнӗ.
Выбор основного перевода