Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Марка
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗн пур вӑйне ҫӗнтерме хӑват паратӑп. Сире ӗнтӗ нимӗн те сиен тӑваймӗ. Ӗненекен ушкӑнсене кайса ҫӳренӗ чухне пӗррехинче Петрӑн Лиддӑри ӗненекенсем патне ҫитсе курма тӳр килнӗ. Ҫавӑнта сакӑр ҫул хушши вырӑнпа выртакан, паралич ҫапнӑ Эней ятлӑ пӗр ҫын пулнӑ. «Эней, вырӑну ҫинчен тӑр, сана Иисус Христос сыватать», – тенӗ ӑна Петр. Вӑл вара ҫав самантрах ура ҫине тӑнӑ. Лидда хулипе Сарон айлӑмӗнче пурӑнакансем пурте сывалнӑ ҫынна курнӑ, вара Хуҫа Туррӑмӑра ӗненме пуҫланӑ. Ҫатрака пухса тултарнӑ Павел кӑвайт хурса ларатчӗ. Сасартӑк ҫунакан кӑвайт ӑшӗнчен, вӗри вута тӳсеймесӗр, ҫӗлен шуса тухрӗ те Павел аллинчен ҫакӑнса ларчӗ. Утрав ҫинче пурӑнакансем, Павел аллинчен ҫӗлен ҫакӑнса тӑнине курсан, пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫа пуҫларӗҫ: «Ахӑртнех, ку этем ҫын вӗлернӗ пулӗ. Курӑр-ха, тинӗсре ҫӑлӑннӑскере Турӑ айӑплавӗ ҫитрӗ пуль». Анчах та Павел ҫӗлене силлесе вута ывӑтрӗ, хӑй вара нимӗн чухлӗ те сиенленмен иккен. Утрав ҫинчисем Павел шыҫӑнса каясса е сасартӑк ӳксе вилессе кӗтрӗҫ. Кӗтсен-кӗтсен, вӗсем Павела нимӗнле сиен те пулманнине курчӗҫ. Вара ҫак ют халӑх ҫыннисем, хӑйсен малтанхи шухӑшне улӑштарса, Павела турӑ вырӑнне хура пуҫларӗҫ. Ашшӗ унӑн сив чирпе тата юнлӑ варвиттипе аптӑраса вырӑнпах выртатчӗ. Павел вара Публий ашшӗ выртакан пӳлӗме кӗчӗ те, кӗлтуса, ун ҫине аллине хурса, сыватрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн утрав ҫинчи ытти чирлӗ ҫынсем те Павел патне пыра пуҫларӗҫ. Павел вӗсене те сыватрӗ. Кам та кам чирлесен, Хӑй патне Чиркӳ пресвитерӗсене чӗнтӗр. Вӗсем уншӑн кӗлтуччӑр, Хуҫамӑр ячӗпе чирлин пуҫне елей сӗрччӗр. Ҫирӗп ӗненсе кӗлтуни вара чирлӗ ҫынна сыватӗ, Хуҫа Турӑ ӑна ура ҫине тӑратӗ. Ҫав ҫын ҫылӑха кӗнӗ пулсан, ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ.
От Марка
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Выбор основного перевода