Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Марка
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне кулянӗҫ-и? Анчах та акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ. Петр Иисус хӑйне автан авӑтиччен эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн тесе каланине аса илнӗ. Вара вӑл картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ. Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Петр вара хӑйне Иисус «автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн» тенине аса илнӗ те йӗрсе янӑ. Ҫакна каланӑран эсир хуйха ӳкнине куратӑп. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир ӗсӗклесе йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр, анчах та тӗнче савӑнӗ. Эсир хуйха ӳкӗр, анчах та сирӗн хуйхӑр савӑнӑҫпа ылмашӗ. Ача ҫуратнӑ чухне хӗрарӑм тертленет, мӗншӗн тесессӗн унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитнӗ. Анчах та, ачине ҫуратсан, тӗнчене ҫын килнишӗн савӑннипе вӑл терчӗ ҫинчен манса каять. Ҫавнашкалах эсир те халӗ тертленетӗр. Акӑ Эпӗ тепӗртакран сире курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнӑҫпа тулӗҫ. Ҫав савӑнӑҫа сирӗнтен никам та туртса илеймӗ.
От Марка
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Выбор основного перевода