Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Луки
Параллельные места
Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр. Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр. Израиль халӑхне ӳкӗнтерес тесе, ҫылӑхӗсене каҫарас тесе Турӑ Ӑна, Пуҫлӑха тата Ҫӑлакана, Хӑйӗн аллипе ҫӗклесе Хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна, лартрӗ. Ҫапла ӗнтӗ, тӑван ҫыннӑмӑрсем, ҫакна пӗлсе тӑрӑр: ҫылӑх каҫарӑнасси ҫинчен эпир сире Христос ячӗпе пӗлтеретпӗр. Ҫапла вара, эпир ӗлӗк ним пӗлменнине манӑҫа хӑварса, Турӑ халӗ пур ҫынсене те, пур ҫӗрте те ӳкӗнме хушать. Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ. Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.
Выбор основного перевода