Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Луки
Параллельные места
Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ. «Эппин мӗншӗн-ха халичченех ӑнланмастӑр?» – тенӗ вара Иисус. Иисус Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Этем Ывӑлне вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ. Анчах та ҫак сӑмаха вӗсем ӑнланман. Иисус калани вӗсемшӗн пытарӑнчӑк пулнӑран вӗсем ӑна пӗлеймен, Хӑйӗнчен вара ҫавӑн ҫинчен ыйтма хӑранӑ. Иисус Вун иккӗшне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Акӑ эпир Иерусалималла ҫывхарса пыратпӑр. Унта вара Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ. Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ.
Выбор основного перевода