Тепӗр кунне тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пурте пуҫтарӑннӑ та Иисуса вӗлерттерме йышӑннӑ.
Ирхине, тул ҫутӑлсанах, аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, саккун вӗрентӳҫисем – синедрионра ларакансем пурте канашласа йышӑннипе Иисуса ҫыхса Пилат патне илсе кайнӑ.