Эпӗ вӗсемшӗн тархаслатӑп. Пӗтӗм тӗнчешӗн мар, Эсӗ Мана панисемшӗн кӗлтӑватӑп, мӗншӗн тесен вӗсем – Санӑн.
Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчерех-ха. Эпӗ Сан патна пыма тухатӑп. Эй, Святой Аттем! Вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр тесе Эсӗ Мана панӑ Хӑвӑн ятупа вӗсене упрасамччӗ.