Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта“ е: „Авӑ унта“, – тесен, ан ӗненӗр. „Акӑ Вӑл кунта“ е: „Авӑ унта“, – тейӗҫ сире, анчах эсир вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр. Хӑвӑра пуш сӑмахпа илӗртсе улталама ан парӑр. Унашкаллисене, Турра хирӗҫҫисене, Турӑ ҫилли ҫитет. Сирӗн йӑвашлӑхӑра пур ҫын та пӗлтӗр. Хуҫамӑр килесси ҫывӑх ӗнтӗ. Никам та нимӗнле майпа та сире улталама ан пултарайтӑр. Мӗншӗн тесен ҫав юлашки кун ҫитиччен маларах Турра хирӗҫ пысӑк пӑлхав пулмалла, ҫылӑх ҫынни – пӗтеслӗх ывӑлӗ – килмелле.
Выбор основного перевода