Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Енчен те ҫав чура усал пулсан, хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗпе ытти илӗртӳсем вӗсен чунне тулса сӑмаха пусса лартаҫҫӗ те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать. Калӑпӑр, ҫав чура хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе, арҫын тарҫисене те, хӗрарӑм тарҫисене те хӗнеме пуҫлӗ, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳрӗ. Ной карап ҫине ларас кунчченех ҫынсем ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. Кайран ҫӗр ҫине шыв илнӗ те пурне те пӗтернӗ. Ҫынсем «лӑпкӑ та хӑрушсӑр» тенӗ чухне кӗтмен ҫӗртен аркану килет, вӑл ача ҫуратас асап пек килет. Унран никам та тарса хӑтӑлаймӗ. Эппин ыттисем пек ҫывӑрса выртар мар, сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулар.
Выбор основного перевода