Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр пире ҫапла хушса каланӑ: „Санӑн урлӑ тӗнче хӗррине ҫитиех ҫӑлӑнӑҫ килтӗр тесе, Эпӗ Сана ытти халӑхсен ҫути турӑм“». Анчах та Турӑ пулӑшнипе эпӗ паян кунчченех тӗрӗс-тӗкел, пӗчӗккисенчен пуҫласа аслисем таранах ҫакна каласа ҫирӗплететӗп: Христосӑн асап тӳсмеллеччӗ, вилнисенчен чӑн малтан чӗрӗлсе тӑрса иудей халӑхне те, ытти халӑхсене те ҫӑлӑнӑҫ ҫути ҫинчен пӗлтермеллеччӗ. Ҫакӑн ҫинчен пророксемпе Моисеях каласа пӗлтернӗ, вӗсем каланинчен ытла эпӗ нимӗн те каламан». Ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ. Чулӗ хӑй кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ». Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Израиль халӑхӗ ӗненнипе мар, саккуна тытса пынипе тӳрре тухасшӑн пулнӑ. Ҫапла вара вӑл „такӑнтаракан чулран“ такӑннӑ. Эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл такӑнса ӳкмелли чул, грексемшӗн – пуҫа вырнаҫми япала. Пӗрисемшӗн эпир вилӗм кӳрекен пӗтмелли шӑршӑ, теприсемшӗн – чӗрӗлӗх паракан пурӑнӑҫ шӑрши. Ҫак тивӗҫе кам хӑй ҫине илме пултарӗ? Ҫапла вара, сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, Вӑл питӗ хаклӑскер. Ӗненменнисемшӗн – ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул кӑна. Анчах та Вӑл никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ. Вӑл – такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул.
Выбор основного перевода