Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ырӑ кӑмӑллӑ та хӗрхенӳллӗ Туррӑмӑр тӗттӗмре, вилӗм тыткӑнӗнче пурӑнакансене ҫутатма, канӑҫлӑх ҫулне кӑтартма пирӗн пата ҫӳлтен Шурӑмпуҫ ҫути ячӗ». «Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патша мухтавлӑ! Пӗлӗт ҫинче канӑҫлӑх, ҫӳлте мухтав пултӑр!» Ҫапла ӗнтӗ, ӗненӳпе тӳрре тухсан эпир Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ Турӑпа ҫураҫу тупатпӑр. Хӑйӗн ырӑ ирӗкне Ывӑлӗ урлӑ пурнӑҫлама Вӑл чӑн малтанах палӑртса хунӑ, ҫапла майпа пире Хӑйӗн шухӑшӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. Мӗншӗн тесен Христос урӑх халӑхсемпе иудейсене ҫураҫтарнӑ, пӗр халӑх туса пӗрлештернӗ, вӗсене уйӑрса тӑракан чӑрмава аркатнӑ. Вара, килсессӗн, Вӑл сире, Турӑран аякрисемпе ҫывӑххисене те, канӑҫлӑх кӳрекен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ. Мӗншӗн тесессӗн Турра юрӑхлӑ кӑмӑлӑрпа ӗҫӗре сирӗн ӑшӑрта Вӑл Хӑй пултарать.
Выбор основного перевода