Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ашшӗне е амӑшне Мана юратнинчен те ытларах юратакан Мана тивӗҫлӗ мар. Ывӑлне е хӗрне Мана юратнинчен те ытларах юратакан та Мана тивӗҫлӗ мар. Унтан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пыракан пулас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр. Унтан халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр. Унтан Иисус пурне те каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пытӑр. Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: кам та кам хӑйӗн кил-ҫуртне е ашшӗ-амӑшне, е тӑванӗсене, е арӑмне, е ачисене Турӑ Патшалӑхӗшӗн пӑрахать, Кам хӑйӗн пурӑнӑҫне юратать, ҫав ӑна пӗтерӗ. Кам ку тӗнчере хӑйӗн пурӑнӑҫне юратмасть, ҫав ӑна ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли упраса хӑварӗ.
Выбор основного перевода