«Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тума шутласан эсӗ кӗлмӗҫсене, уксах-чӑлахсене, суккӑрсене чӗн.
Анчах та Турӑ ӑслисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере ӑссӑр текеннисене, вӑйлисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере вӑйсӑр текеннисене суйласа илнӗ.
«Килсем!» – теҫҫӗ Сывлӑш та, Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ те. «Килсем!» – тетӗр ҫакна итлекенӗ те. Ӑш хыпни те, кӑмӑл тӑваканни те килсе чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.