Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ. Татах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса Турра тархасласан, Ҫӳлти Аттем вӗсем ыйтнине тивӗҫтерӗ. Эсир кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ыйтнине йӑлтах илӗр». Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлтунӑ чухне мӗн ыйтатӑр, ҫавна парасса ӗненӗр – вара илетӗрех. Ӑс ҫитейменни ӑна Турӑран тархасласа ыйттӑр – Турӑ паратех. Памаллине Турӑ пурне те ҫӑмӑллӑн, ӳпкевсӗр парать. Ҫавӑнпа та эпир Турӑ умӗнче хамӑра ҫирӗп кӑмӑллӑ тыткалатпӑр: эпир Унран, Хӑй вӗрентнӗ пек, кирек мӗн ыйтсассӑн та, Вӑл пире итлет.
Выбор основного перевода