Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
тата усал сывлӑшран, чиртен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пынӑ. Вӗсем хушшинче ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина текен Мария, Кайран Иисус ӑна Турӑ Ҫуртӗнче шыраса тупнӑ та каланӑ: «Акӑ ӗнтӗ эсӗ сывалтӑн. Асту, тата япӑхраххи ан пултӑр тесен, ҫылӑха урӑх ан кӗр». Иисус Христос Хуҫамӑра тата Ҫӑлаканӑмӑра пӗлнипе пӗрре ҫак тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен хӑтӑлса тепре каллех ун ӑшне путакан, ирсӗрлӗхе пӑхӑнакан ҫынсемшӗн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать. Ҫакнашкал ҫынсем те пур: вӗсем чӑн ҫутта тухнӑ, ҫӳлти сӑвапа астивнӗ, Святой Сывлӑш илнӗ. Ҫак ҫынсем Туррӑн ырӑ сӑмахне илтнӗ, лери пурӑнӑҫ вӑй-хӑватне те курнӑ. Ҫаксем пӗтӗмпех ырӑлӑх пулнине пӗлсе тӑнӑ ҫинчех вӗсем Турӑран пӑрӑннӑ. Вӗсене ӗнтӗ ӳкӗнтерсе каялла тавӑрма ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ Ывӑлне тепӗр хут пӑталаҫҫӗ, мӑшкӑл тӑваҫҫӗ. Енчен те эпир чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн та хамӑр ирӗкпех ҫылӑха кӗретпӗр пулсан, хамӑр ҫылӑхсемшӗн парне кӳме пирӗн урӑх нимӗн те тӑрса юлмасть.
Выбор основного перевода