Ҫакна илтсен, тӗлӗннипе шалтах аптӑраса, вӗсем Ун патӗнчен тухса кайнӑ.
«Ан вӑрла», – тесе вӗрентетӗн, ху мӗншӗн вӑрлатӑн? «Мӑшӑрсен пӗр-пӗрне улталамалла мар», – тесе вӗрентетӗн, ху мӗншӗн улталатӑн? Суя турӑ кӗлеткисенчен йӗрӗнетӗн, анчах ҫав кӗлеткесем ларакан керменсене ҫаратма мӗншӗн йӗрӗнместӗн?