Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Эпӗ Хам Аттем патӗнче мӗн курнине каласа кӑтартатӑп. Эсир вара хӑвӑр аҫӑр патӗнче мӗн курнӑ, ҫавна тӑватӑр». Эсир хӑвӑр аҫӑрӑн ӗҫӗсенех тӑватӑр». Ӑна хирӗҫ вара: «Эпир вӗлтӗрен ҫинчи ачасем мар вӗт, пирӗн пӗртен-пӗр Аттемӗр пур, Вӑл – Турӑ», – тенӗ. Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен-ҫке-ха, суд кунӗнче айӑплав хуриччен сыхламашкӑн вӗсене тӗттӗм тамӑк тыткӑнне панӑ. Кам ҫылӑха кӗрет, ҫав вара шуйттанӑн, мӗншӗн тесен малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Шуйттан ӗҫӗсене путлантарма килнӗ те ӗнтӗ Турӑ Ывӑлӗ. Турӑ ачи пулма тивӗҫни ҫылӑха кӗмест, мӗншӗн тесен унӑн чун-чӗринче Турӑ акса хӑварни пур. Турӑ ачи пулнӑран вӑл ҫылӑха кӗме те пултараймасть. Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: ырӑ ӗҫ туман, ҫавнашкалах тӑванне юратман ҫын Турӑ ачи мар.
Выбор основного перевода