Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
„Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан хыпарҫӑма яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Вӑл шӑпах ҫавӑ. Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпар пророксем ҫырса хӑварнӑ пекех пуҫланать: «Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ». «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫа Турӑ валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!“» Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ. «Эпӗ – пуш хирте: „Хуҫамӑр валли ҫул тӳрлетӗр!“ – тесе чӗнекенӗн сасси, – тенӗ Иоанн. – Ун ҫинчен Исаия пророках каланӑ». Ман хыҫран Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран малти. Эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар». Хӑйне пӳрнӗ ӗҫе вӗҫлесе вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир мана кам вырӑнне хуратӑр? Эсир Кӗтни эпӗ мар. Анчах та акӑ манӑн хыҫҫӑн Килекенӗ пулӗ, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар“.
Выбор основного перевода