Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Хайхисем Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене янӑ. «Вӗрентекен, – тенӗ вӗсем Иисуса, – Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ никама та юрама тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн. «Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ. Ӑна кунта Турӑ яман пулсан, Вӑл нимӗн те тӑваймӗччӗ». Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак сӑмахсене тимлесе итлӗр: эсир Иисус Назорея, Турӑ малтанах пӗлсе, палӑртса хунипе сутмалла пулнӑскере, тытрӑр та Ӑна ҫылӑхлисен аллине патӑр. Пӗлетӗр ӗнтӗ, Турӑ Унӑн тивӗҫлӗхне сирӗн хушшӑрта Ун урлӑ хӑватсем, тӗлӗнмелле ӗҫсем, паллӑсем кӑтартса сире пӗлтерчӗ. Эсир Иисуса вӗлерттертӗр,
Выбор основного перевода