Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ. Ҫав Лӑплантаракан – чӑнлӑх Сывлӑшӗ. Тӗнче Ӑна курмасть те, пӗлмест те, ҫавӑнпа Ӑна йышӑнаймасть. Эсир вара Ӑна пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Вӑл халӗ те сирӗнпе, малашне те сирӗнтех пулӗ. Эй, ачамсем! Эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн вара Атте Турӑ умӗнче пирӗн Хута кӗрекен пур. Вӑл – тӳрӗлӗхлӗ Иисус Христос. Ҫавӑн ҫинчен тӳпере виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ тата Святой Сывлӑш. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те – пӗр.
Выбор основного перевода