«Сире, Вун иксӗре, Эпӗ Хам суйласа илмерӗм-им? – тенӗ вӗсене Иисус. – Анчах та сирӗнтен пӗри – шуйттан!»
Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ.