Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ, часах Хама кунта Яракан патне кайӑп.
Эсир Мана шырӑр, анчах та тупаймӑр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр».
Иисус вӗсене татах каланӑ: «Эпӗ каятӑп, эсир Мана шырама пуҫлӑр, ҫылӑхӑрсене каҫарттараймасӑрах вилӗр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр».