Эсир вара хӑвӑра „вӗрентекен“ тесе ан калаттарӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекенӗр пӗрре – Христос, хӑвӑр хушшӑрта вара эсир пурте тӑвансем.
Хӑвӑра „ӑс паракан“ тесе те ан калӑр, мӗншӗн тесен сирӗн пӗртен-пӗр Ӑс Паракан – Христос.
«Мӗншӗн эсир Мана: „Эй, Хуҫамӑр! Хуҫамӑр!“ – тесе чӗнетӗр, хӑвӑр вара Эпӗ вӗрентнӗ пек тумастӑр?
Иисус Христос пирӗн Атте Турра мухтава кӑларакан Хуҫамӑр пулнине кирек епле чӗлхе-ҫӑвар та калатӑр тесе тунӑ.