Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3
Параллельные места
Эсӗ вӗсене халап хыҫҫӑн кайма, йӑх-несӗл тымарӗсене тӗпчесе вӗҫсӗр-хӗрсӗр аппаланма чар. Унашкал аппаланни тавлаштарса ярать кӑна, Турӑ хушнӑ пек ӗненме чӑрмантарать кӑна. Карчӑк-кӗрчӗкӗн юрӑхсӑр сӑмах-юмахне итлессинчен пӑрӑн, Турра хисеплессине аталантар. Ҫынсене ҫакна асилтерсех тӑр: вӗсем хӗрӳ тавлашусене ан хутшӑнччӑр тесе Хуҫа Турӑ ячӗпе тархасла. Унашкал тавлашусем итлекенсене усӑ мар, сиен кӑна кӳреҫҫӗ. Юрӑхсӑр, пуш калаҫусенчен пӑрӑн, мӗншӗн тесен пуш сӑмах вӗҫтерекенсем сӳпӗлтете-сӳпӗлтете Турра хисеплеми пулсах пырӗҫ.
Выбор основного перевода