Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3
Параллельные места
Унпа пӗрле Аси таранах Вери ҫынни Пирр Сосипатрӗ, фессалоникӑсем Аристархпа Секунд, Дерви ҫынни Гаий, Тимофей тата асисем Тихикпа Трофим пынӑ. Манӑн ӗҫ-пуҫ ҫинчен, эпӗ мӗн туни ҫинчен вара сире Тихик каласа парӗ. Вӑл манӑн юратнӑ ӗненекен тӑванӑм, Хуҫа Туррӑмӑрӑн шанчӑклӑ тарҫи. Эпӗ ӑна сирӗн патӑра хамӑр ҫинчен каласа пама тата сире хавхалантарма ятӑм. Эсӗ ман пата хӑвӑртрах ҫитме тӑрӑш, мӗншӗн тесен Димас мана пӑрахрӗ. Ку тӗнчери пурӑнӑҫа ытларах килӗштерсе вӑл Фессалоникӑна кайрӗ. Крискент Галатине тухса кайрӗ, Тит – Далматине. Манпа пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ. Мана пулӑшакан кирлӗ, ҫавӑнпа Марка хӑвпа пӗрле илсе кил. Тихика эпӗ Ефеса ятӑм.
Выбор основного перевода