Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3
Параллельные места
Хӑйӗн ырӑ ирӗкне Ывӑлӗ урлӑ пурнӑҫлама Вӑл чӑн малтанах палӑртса хунӑ, ҫапла майпа пире Хӑйӗн шухӑшӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. Ҫакна Вӑл вӑхӑт тулса ҫитсессӗн, ҫӳл тӳперипе ҫӗр ҫинчине пӗрлештерсе, Христоса пуҫ пултарас тесе тунӑ. Пачах урӑхла, Турӑ пире Ырӑ Хыпар вӗрентме епле шанса панӑ, ҫапла вӗрентетпӗр те. Эпир ҫынсене юрама тӑрӑшмастпӑр, хамӑр чӗресене тӗрӗслекен Турра юрама тӑрӑшатпӑр. Хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр тата хамӑр шанчӑкӑмӑр Иисус Христос Хуҫамӑр хушнипе Унӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран – Ырӑлӑхлӑ Туррӑн мухтавлӑ Ырӑ Хыпарне пӗлтерме мана та шанса панӑ. Анчах та пама пулни халӗ тин, Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос килсессӗн, палӑрнӑ. Вӑл вилӗме тӗп тунӑ, Ырӑ Хыпар урлӑ тӗнчене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илсе килнӗ. Вӗсем ан вӑрлаччӑр, пур енчен те шанчӑклӑ пулччӑр – ҫапла туса хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентӗвне татах илем кӳччӗр.
1 2 3
Выбор основного перевода