Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3
Параллельные места
Ҫапла вара, суя пророксене ӗҫӗ-ҫимӗҫӗнчен пӗлӗр». «Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“ – тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ. Ун чухне Эпӗ вӗсене калӑп: „Эй, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем! Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен, кайӑр Ман патӑмран!“» Вӗсем Турра хисепленҫи тӑвӗҫ, анчах та ӑшра хисеплемӗҫ. Эсӗ вӗсемпе ан ҫыхлан. Вӗсем ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ вӗрентӳсем хыҫҫӑн хӑваласа чӑнлӑх мӗнне пӗлеймесӗрех юлаҫҫӗ. Ианнийпе Иамврий Моисея епле хирӗҫленӗ, ҫав суя вӗрентӳҫӗсем те ҫаплах чӑнлӑха хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вӗсем пӑсӑк ӑслӑ, чӑн ӗненӳ мӗнне те пӗлмеҫҫӗ. «Эпӗ Ӑна пӗлетӗп», – теекен, анчах хӑй Унӑн пил-хушӑвӗсене пӑхӑнса пурӑнман ҫын – суеҫӗ, унра Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук.
1 2 3
Выбор основного перевода