Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Мӗнле айӑпшӑн Моисей саккунӗпе тӳрре тухаймарӑр, кашни ӗненекен ҫавсемшӗн пуриншӗн те Иисус урлӑ тӳрре тухаять. Ҫапах та ҫын саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе Турӑ умӗнче тӳрре тухаймасса, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ тӳрре тухасса пӗлсен, эпир те Христос Иисуса ӗнентӗмӗр. Ӗнтӗ эпир саккун хушнине туса мар, Христоса ӗненнипе тӳрре тухса пыратпӑр, мӗншӗн тесен саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе пӗр ҫын та тӳрре тухас ҫук. Ҫӑлӑнӑҫа ӗҫе кура памаҫҫӗ, ҫавӑнпа никам та ӗҫӗсемпе мухтаннӑ ан пултӑр.
Выбор основного перевода