Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Хытӑрах та хытӑрах ӗненсе пынӑҫемӗн Ырӑ Хыпарта Турӑ тӳрӗлӗхӗ уҫӑлсах пырать. Ун пирки Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Тӳрӗ ҫын ӗненӳпе чӗрӗ пулӗ». Иудейсемпе ытти халӑхсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук. Мӗншӗн тесен пурин те пӗр Хуҫа Турӑ, Хӑйне тархаслакансемшӗн пуриншӗн те Вӑл ырӑлӑхлӑ. Ҫапах та ҫын саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе Турӑ умӗнче тӳрре тухаймасса, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ тӳрре тухасса пӗлсен, эпир те Христос Иисуса ӗнентӗмӗр. Ӗнтӗ эпир саккун хушнине туса мар, Христоса ӗненнипе тӳрре тухса пыратпӑр, мӗншӗн тесен саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе пӗр ҫын та тӳрре тухас ҫук. Ӗнтӗ иудей та, урӑх халӑх ҫынни те ҫук; чура та, ирӗкли те ҫук; арҫын та, хӗрарӑм та ҫук – мӗншӗн тесен Христос Иисус сӑнлӑхӗнче эсир пурте пӗр.
Выбор основного перевода