Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Турра пӗлмен мӗн пур халӑхсене Иисус ятне ӗнентерме, ҫав ӗненӗве чунтан парӑнтарма пире Ун урлӑ тивлет те, апостол тивӗҫне те панӑ. Хӑйӗн ырӑ ирӗкне Ывӑлӗ урлӑ пурнӑҫлама Вӑл чӑн малтанах палӑртса хунӑ, ҫапла майпа пире Хӑйӗн шухӑшӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. Этемлӗхӗн иртнӗ ӑрӑвӗсене ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлме паман, анчах та халӗ Святой Сывлӑш ҫав вӑрттӑнлӑха Унӑн сӑваплӑ апостолӗсемпе пророкӗсене уҫса панӑ. Ҫӳл тӳпери пуҫлӑхсемпе влаҫсене Туррӑн тӗрлӗ енлӗ ӑслӑлӑхӗ Чиркӳ урлӑ халӗ паллӑ пултӑр тесе, Туррӑн вӑрттӑнлӑхне, шухӑшне манӑн пурне те уҫса памалла. Ҫав вӑрттӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ пурне те туса ҫитернӗ Турӑра мӗн ӗмӗртен пытарӑнса упраннӑ. Турӑ шухӑшӗ ӗмӗртен ӗмӗре, ӑруран ӑрӑва вӑрттӑнлӑх пулса упраннӑ, халӗ вара Ӑна ӗненекенсемшӗн вӑл уҫӑлнӑ.
Выбор основного перевода