Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Тӑвану уякан апата ҫисе ӑна кӳрентеретӗн пулсан, эппин юратуллӑ пурӑнмастӑн. Христос уншӑн та вилнӗ, эппин апата пула тӑванна вилӗмлӗ ан ту. Ҫапах та эсир чӳк ҫимӗҫне тиркеменни халсӑр чунлисемшӗн такӑнса ӳкмелли чул пуласран асӑрханӑр. Эсӗ, пӗлӳллӗскер, чӳк вырӑнӗнче ҫисе ларнине курсан, халсӑр чунлисенчен хӑшӗ-пӗрин чӳк ашне ҫисе пӑхасси килсе каймӗ-и? Ӗнтӗ эсӗ пӗлни халсӑр тӑванна пӗтермелли сӑлтав пулӗ. Христос ӑна ҫӑлас тесе вилнӗ вӗт-ха. Ӗненекен тӑванусене хирӗҫ ҫапла майпа ҫылӑх туса, вӗсен ахаль те халсӑр чунне амантса, эсир Христоса хирӗҫ те ҫылӑх тӑватӑр.
Выбор основного перевода