Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4
Параллельные места
Ӑмӑртура пурте чупаҫҫӗ, анчах та пӗрне кӑна парне тивӗҫнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫав парнене ҫӗнсе илес тесе эсир те тӑрӑшӑр. Ҫӗр ҫинчи пирки мар, ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр. Унашкал ҫын хӑй те ҫакна лайӑх пӗлет: саккуна тӳрӗ пурӑнакансем валли ҫырман. Саккун вӑл – йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе ҫылӑхлисем валли, пӑсӑккисемпе ирсӗррисем валли, ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗклекенсем валли, ҫын вӗлерекенсем валли, Эй, сӑваплӑ тӑванӑмӑрсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр ӗненӗвӗмӗр апостолӗ, Аслӑ священник Иисус Христос ҫинчен шухӑшлӑр-ха. Ҫавӑнпа та Христос вӗрентӗвӗн пуҫламӑшӗнчен тулли пӗлӳ патне хӑвӑртрах куҫар. Никӗсри ансат чӑнлӑхсем ҫинчен: ҫылӑхлӑ ӗҫсем тума пӑрахасси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, тӗне кӗрессипе алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, ӗмӗрлӗх суд ҫинчен тӑтӑшах калаҫар мар, Вӑл вӗрентнине тӗплӗнрех пӗлсе ҫитме васкар.
Выбор основного перевода