Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4
Параллельные места
Ҫакна та пӗлейместӗр-и? Эпир пурте Христоспа пӗр пулас тесе тӗне кӗнӗ, эппин Унпа пӗрлех хӗрес ҫинче пӑталаннӑ. Ашшӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе Христос епле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, пирӗн те ҫапла чӗрӗлсе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та эпир, тӗне кӗрсе, Христоспа пӗрле вилнӗ, пире Христоспа пӗрле пытарнӑ. Эпир Унпа вилӗмӗнче пӗр пултӑмӑр пулсан, Унӑн чӗрӗлӗвӗнче те пӗр пулӑпӑр. Енчен те эпир Турӑ ачисем пулсассӑн, эппин Христос пекех Туррӑн еткерне илме тивӗҫлисем пулатпӑр. Унӑн мухтавне те пӗрлех пайламашкӑн вара пирӗн Христос асапӗсене те Унпа пӗрле тӳссе ирттермелле. Хамӑр ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, эпир яланах Иисус Хуҫамӑрӑн вилӗмлӗхӗпе ҫӳретпӗр. Ӗнтӗ мана никам та тек чӑрмав ан кӳтӗр, мӗншӗн тесен Иисус Хуҫамӑр суранӗн йӗрӗсем манӑн ӳт-тирӗм ҫинче те юлнӑ. Кулянас вырӑнне, Христос асапӗсене тӳсмешкӗн эпир те хутшӑнатпӑр тесе хӗпӗртӗр. Вара Унӑн мухтавӗ чӑннипех палӑрнӑ кун эсир хӗпӗртемеллипех хӗпӗртӗр.
Выбор основного перевода