Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Ӗненӗве пула эпир Иисус урлӑ ырӑлӑх илтӗмӗр, ҫав ырӑлӑхпа пурӑнатпӑр; Турӑ мухтавне те илес шанчӑк пурришӗн савӑнатпӑр. Хӑвӑр Турӑ ҫурчӗ пулнине, хӑвӑрта Турӑ Сывлӑшӗ пуррине пӗлместӗр-им эсир? Туррӑн ҫурчӗпеле пуҫҫапмалли кӗлеткесем епле пӗрле пулччӑр? Эсир вара – чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен хушшинче пурӑнӑп; вара вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ». Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ Сывлӑшӗ пулӑшнипе эсир те Турӑ ҫурчӗ пулса пыратӑр. Мӗншӗн тесен Христос – Чиркӗвӗн Пуҫӗ те, Вӑлах – ӗненекенсене Ҫӑлаканӗ те пулнӑ пекех, упӑшки те арӑмӗн пуҫӗ пулса тӑрать. Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм. Эпӗ часах пыраймасан, хӑвна Турӑ ҫуртӗнче епле тыткаламаллине пӗлсе тӑтӑр тетӗп. Турӑ ҫурчӗ вӑл – чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗпе тӗрекӗ.
Выбор основного перевода