Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Чул хӑмасем ҫине ҫырнӑ чӗрӗлӗх парайман сас паллишӗн ӗҫлесе тӑни те мухтавлӑ пулнӑ. Ҫав сӳнес мухтав ҫути ҫиҫсе тӑнӑран Израиль ҫыннисем Моисей сӑн-пичӗ ҫине те пӑхма пултарайман. Саккуншӑн ӗҫлесе тӑни те ҫав тери мухтавлӑ пулсассӑн, Сывлӑш хавхалантарнипе тӑрӑшасси татах та мухтавлӑрах мар-и? Айӑплакан саккуншӑн ӗҫлесе тӑни чаплӑ пулсассӑн, тӳрре кӑларакан халашӑн тӑрӑшасси мӗн тери чаплӑрах! Ку тӗлӗшӗнчен вара кайранхи мухтав ҫути хупласа хунӑран малтанхи халӗ мухтав пек те туйӑнмасть. Мӗншӗн тесен сӳнес ҫутӑ мухтавлӑ пулсан, сӳнмен ҫутӑ мӗн тери мухтавлӑрах. Анчах та Иисуса шанса панӑ ӗҫ ытти священниксем тӑвакан ӗҫрен тем тери пахарах. Ҫавнашкалах Турӑ этеме Ун урлӑ панӑ ҫӗнӗ халал та малтанхинчен пахарах. Мӗншӗн тесен ҫӗнӗ халал Турӑ лайӑхраххине шантарни ҫинче никӗсленсе тӑрать. Чаплӑ священникӑмӑра Турӑ кил-ҫуртне пӑхса тӑмашкӑн лартнӑ.
Выбор основного перевода