Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара вӗренекенсем, харпӑр хӑй вӑй ҫитернӗ таран, Иудейӑри ӗненекенсем патне пулӑшу яма шут тытнӑ. Шутланӑ та тунӑ. Мӗн пуҫтарнине вӗсем Варнавӑпа Савлран Иерусалимри пресвитерсене парса янӑ. Йӗри-тавра пӑхса ҫавӑрӑнсан вӑл Марк текен Иоанн амӑшӗ Мария пурӑнакан пӳрт умне пынӑ. Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ унта кӗлле пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Саламина пырса ҫитсен вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсен синагогисенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Иоанн та вӗсемпе пӗрле ҫӳренӗ, вӗсене пулӑшнӑ. Пафран ишсе кайсан Павелпа юлташӗсем Памфилири Пергине ҫитнӗ. Иоанн вара вӗсенчен уйӑрӑлса Иерусалима тавӑрӑннӑ. Варнава хӑйсемпе пӗрле Марк текен Иоана та илесшӗн пулнӑ.
Выбор основного перевода