Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Юлашкинчен вӑл шухӑшласа илнӗ те: „Аттем килӗнче мӗн чухлӗ тарҫӑ тӑраничченех ҫӑкӑр ҫиет, эпӗ кунта выҫӑ вилетӗп! – тенӗ. Турӑ ун чухне пире, вилес патнех ҫитнӗскерсене, хӑтарчӗ; халӗ те хӑтарать. Эсир пирӗншӗн кӗлтусах тӑрсан, Турӑ пире малашне те хӑтарасса шанатпӑр. Вара, нумайӑшӗн кӗллине илтсе, пире хӗрхеннӗшӗн нумай-нумай ҫын Турра тав тӑвӗ. Эппин, тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине те, йӗркесӗррисене суд кунӗнче айӑплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуҫамӑр пӗлет. Ангелсем пурте ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсене пулӑшма янӑ сывлӑшсем кӑна мар-им вара?
Выбор основного перевода