Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
3. Иоанна
1
Параллельные места
Чирлисене сыватӑр, юхан-суранлисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр. Тӳлевсӗр илтӗр, тӳлевсӗрех парӑр. Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн хур курма тивӗҫ пулнишӗн савӑнса апостолсем синедрионран тухса кайнӑ. Эпӗ никамран та ылтӑн-кӗмӗл те, ҫи-пуҫ та илесшӗн пулмарӑм. Ҫапла тӑрӑшса халсӑррисене пулӑшмаллине, Иисус Хуҫамӑр сӑмахне асра тытмаллине эпӗ сире хамӑн тӗслӗхӗмпе кӑтартса патӑм. Иисус Хӑй ҫапла каланӑ: „Парасси илессинчен пахарах“». Ыттисем сирӗн патӑрта ҫавнашкал ирӗкпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, пирӗн ирӗкӗмӗр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир ҫав ирӗкпе нихӑҫан та усӑ курмарӑмӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр. Анчах та эпӗ ҫав ҫӑмӑллӑхсемпе пӗринпе те нихӑҫан та усӑ курмарӑм. Ҫырасса та ҫӑмӑллӑх ыйтса ҫырмастӑп. Мухтанмалли сӑлтавӑмсӑр тӑрса юличчен эпӗ вилме те хатӗр. Мухтанмалли сӑлтавӑм, тӳлевӗм мӗн вара? Вӑл ак ҫакӑ: Христос ҫинчен эпӗ Ырӑ Хыпар тӳлевсӗрех саратӑп, ҫав ӗҫшӗн хама тивӗҫлине илместӗп.
3. Иоанна
1
Выбор основного перевода