Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
3. Иоанна
1
Параллельные места
„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“. Ҫапла вара, ӗненекен ушкӑнрисем ӑсатса ярсассӑн, вӗсем Финикипе Самари тӑрӑх пынӑ. Ҫула май вӗсем урӑх халӑхсем те тӗне кӗни ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ. Ҫавна илтсен ӗненекенсем питӗ савӑннӑ. Испание кайма тухсанах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп. Ҫула май сирӗнпе курнӑҫасса шанатӑп. Сирӗнпе пӗр вӑхӑт кӑмӑл туличчен калаҫсан эсир мана малалла кайма пулӑшасса та шанатӑп. Христосӑн Ырӑ Хыпарне тивӗҫлӗ пурӑнӑр кӑна. Сирӗн патӑра ҫитсе курайӑп-и, кураймӑп-и – анчах та сирӗн ҫинчен: вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ тенине илтеесчӗ. Саккуна ӑста пӗлекен Зинӑна тата Аполлоса ҫула ӑсатнӑ чух, тархасшӑн, вӗсене мӗн кирлине йӑлтах ҫителӗклӗ парса яма тӑрӑш.
3. Иоанна
1
Выбор основного перевода