Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3
Параллельные места
Эпӗ вара сире калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кашни ҫын хӑйӗн чунӗнче мӑшӑрне улталать. Тахҫан эпир хамӑр та ҫавнашкалахчӗ: ӳт-пӳ хистенӗ хыҫҫӑн, ӳт-пӳпе шухӑш-кӑмӑл илӗртнӗ хыҫҫӑн каяттӑмӑр. Эпир те, этем йӑхӗнчисем, ыттисем пекех, Турӑ ҫилли ҫитес ҫынсем пулнӑ. Унашкаллисем ют кил-йыша йӑпшӑнса кӗрсе каяҫҫӗ те ҫӑмӑлттай хӗрарӑмсен ӑс-хакӑлне тыткӑнлаҫҫӗ. Ҫылӑх ӑшне путнӑ хӗрарӑмӗсем те тӑрлавсӑр кӑмӑлӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ. Сире ултавлӑ сӑмахпа ҫавӑрса вӗсем пуяс кӑмӑлне тултарӗҫ. Анчах та вӗсене айӑплав хунӑ та ӗнтӗ, вӗсем пӗтесси инҫе мар. Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен хӑпартланчӑк пуш сӑмахӗсемпе йӑнӑш ҫул ҫинчен анчахрах пӑрӑннисене ӳт-пӳ хистенин аскӑнлӑхне ҫаклатаҫҫӗ. Хуйхӑ пулӗ вӗсене! Вӗсем Каин ҫулӗпех пыраҫҫӗ, мула хапсӑнса Валаам пек улталанаҫҫӗ, Корей пек кутӑнлашсах пӗтеҫҫӗ.
Выбор основного перевода